Литература сехечĕ иртрĕ

Литература сехечĕ иртрĕ

                                                    Ҫÿле çĕкленĕ пирĕн Ҫеçпĕл

                                                    Чăваш ятне, поэзине.

                                                    Кирек ăçта та халь пĕлеççĕ

                                                    Хăватлă Ҫеçпĕл пуррине.

 

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, хăйĕн кĕске ĕмĕрне тасалăхпа ырлăхшăн, çынсен ырă ĕмĕчĕсемшĕн, тăван халăх телейĕшĕн панă кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Ҫеҫпӗл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитет.

Ҫеҫпӗл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) 1899 ҫулхи чÿк уйăхӗн 16-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Çӗрпӳ уесӗнчи Касаккассинче (халĕ Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗ) ҫуралнӑ. Ачаллах çурма тăлăха юлса, нушапа асап хушшинче пурăнса Шăхасанти икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. Кайран Теччĕри учительсен семинарийĕнче малалла вĕреннĕ. Вулăс кантурĕнче 11 çултах çыруçăра ĕçлесе курнă, 17 çулта хăй ирĕкĕпе Пĕрремĕш тĕнче вăрçине çитсе килнĕ. Унăн вырăсла çырнă пĕрремĕш сăвви «Скоро» («Час») алăпа çырнă журналта пичетленсе тухнă.

Елчĕк муниципалитет округӗнчи Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паркан вăтам шкулта "Ҫеҫпӗл Мишши - кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр" темӑпа литература сехечӗ иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Теренина А.Н. шкул ачисене поэт биографийĕпе паллаштарчĕ, шкул ачисем унăн сăввисене илемлĕ вуларĕç, викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Литература каçĕ ачасемшĕн усăллă иртрĕ.

Çеҫпӗл Мишши – чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗ, тӗнче литературин классикӗ. Унӑн вилӗмсӗр сӑввисем пире пурӑнма, кӗрешме, чӑрмавсене ҫӗнтерсе мал енне талпӑнма хистеҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ.

Источник: МБОУ "Лащ-Таябинская СОШ им. В.В.Андреева", Теренина А.Н.