Тĕнче аслă, сарлака, пуян. Мĕн тĕрлĕ кăна çĕр-шыв, халăх çук пулĕ çĕр чăмăрĕ çинче?! Кашниех хăйĕн тăван чĕлхипе калаçать. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе — чăваш чĕлхи. Эпир Чăваш енре чăвашла калаçса пурăнатпăр. Тăван çĕршыв анне пекех пĕрре. Ăна
суйлама та, сутăн илме те çук. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă.
Лаш
Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче
«Янра, чǎваш юрри» уяв иртрĕ.
Илемлĕ те çутă зала пĕтĕм шкул пуçтарăннă. Пурте савăнăçлă, капăр тумланнă. Залра чăваш
юрри-сăвви уççăн янăрарĕ, чăваш ташши кăмăла çĕклерĕ, чăваш тумĕ куçа илĕртрĕ,
чуна савăнтарчĕ, пурте чăвашлăха юратнине кăтартрĕç. Куракансем çамрăк
артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.
Тǎван чĕлхе – атте-анне чĕлхи. Ашшĕ-амǎшне хисеплекен çын тǎван чĕлхене те
хисеплĕ, нихǎçан та, нимĕнпе те улǎштараймĕ.
Уява хутшӑнакансене пурне те пысӑк тав.