Паян– Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999-мĕш
ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма
йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас
тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче
палӑртни Бангладеш тӗп хулинче, Даккере, 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме,
хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса
демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе
ҫыхӑннӑ.
Кашни халăхăн чĕлхи хăйне евĕрлĕ.
Пĕр миллион çын калаçакан чĕлхе аслă чĕлхе шутланать. Çавăн пек чĕлхесен йышне
чăваш чĕлхи те кĕрет. Чăвашăн авалтанпах хăйĕн чĕлхи пулнă. Пирĕн мăн асаттесем
пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха
халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă.Тӑван чĕлхене пĕлекен ытти чĕлхесене те
хисеплет. Тӑван ҫĕр-шыва юратасси тӑван чĕлхерен пуҫланать. Тӑван чĕлхене лайӑх
пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унӑн уйрӑмлӑхĕсене тĕплĕнрех ӑнланма, ҫавна май
ытларах пĕлӱ туянма пулӑшать.
Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 5-мĕш класра «Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе
кунĕ» уяв иртрĕ. Малтанах ачасем тĕнчери пĕтĕм халăхăн тăван чĕлхе кунĕн
историйĕпе паллашрĕç, тăван чĕлхе çинчен сăвăсем вуларĕç. Уявра пиллĕкмĕшсем
тĕрлĕ вăйăра тупăшрĕç: «Ваттисен сăмахĕсене вĕçле», «Алфавита пĕлетĕр-и?»,
«Чăваш апат-çимĕçĕ», «Кам маларах?», «Кайăксен ятне пĕлетĕр-и?». Хĕрӱ
тупăшура хĕр ачасен ушкăнĕ çĕнтерчĕ.
Уяв вĕçĕнче вĕренекенсем тǎван чĕлхепе мǎнаçланма, хǎпартланма, хǎйсем чǎваш пулнипе мухтанма, тӑван чĕлхе пуянлӑхĕшĕн, пуласлӑхĕшĕн тӑрӑшма сǎмах пачĕç.