Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Олег Николаевич Мустаев ячĕпе Поэзипе Асăну каçĕ иртрĕ. Вăл - чăвашлăхшăн хыпса çуннă, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чĕмпĕрти чăваш культура автономийĕн председателĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши, Аслă Петĕр ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ.
Асăну
каçне шкул директорĕ Ирина Ивановна Чернова уçрĕ. Малалла килнĕ хăнасем сăмах
илчĕç. Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕнче
чылай çул ĕçленĕ Николай Петрович Миллин, Лаш Таяпа чиркĕвĕн настоятелĕ Силуан
атте, Çĕнĕ Эйпеç ялĕн старости Александр Васильевич Осипов, педагогика ĕçĕн
ветеранĕсем: Валерий Пантелеймонович Яковлев, Валерий Васильевич Петров тата
ыттисем те Олег Николаевич Мустаев çинчен ырăпа аса илчĕç. Раштав уйăхĕн
4-мĕшĕнче Олег Мустаев пурăннă пулсан 58 çул тултармаллаччĕ. Унăн пурнăçĕпе
пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ видеороликпа тата буктрейлерпа паллашрĕç.
Шкул ачисем
Валерий Туркай сăввисене илемлĕ вуласа, чаваш халăх юррисене юрласа
савăнтарчĕç. Чи илемлĕ сăвă вулакансене поэт кĕнекесем парса хавхалантарчĕ. Валерий
Туркай пултарулăхĕ пирки хатĕрленĕ презентацие пăхрĕç.
Валерий Туркай – Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш тата Тутар Республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх поэчĕ, Остер хулин, Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕн, Комсомольски районĕн Хырай Ĕнел ялĕн хисеплĕ гражданинĕ. Унăн поэзийĕ – пире ыйхăран вăратакан, йыхравлакан, ырă сунакан, пурăнма чĕнекен поэзи.
Чăваш халăх поэчĕ
Валерий Туркай хальтерех çырнă сăввисене вуласа тĕлĕнтерчĕ, юлашки вăхăтра
тухнă кĕнекисемпе паллаштарчĕ, чылайăшне шкула парнелерĕ.
Поэзипе
Асăну каçĕ пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Олег Николаевич Мустаевăн сумлă ячĕ
ĕмĕрлĕхех пирĕн асра юлĕ.