Лаш Таяпа шкул коллективĕ Аслă Çĕнтерÿ 78- ҫул тултарарнине уявлама хутшăнчĕ.

Лаш Таяпа шкул коллективĕ Аслă Çĕнтерÿ 78- ҫул тултарарнине уявлама хутшăнчĕ.

Паян, ҫу уйăхĕн 8 – мĕшĕнче, Лаш Таяпа шкул коллективĕ Аслă Çĕнтерÿ 78- ҫул тултарарнине уявлама хутшăнчĕ.

418 талăк хушши кĕрленĕ çак харушă вăрçă. Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса Тăван çĕршыва хÿтленĕ.     

            Нумайăшĕ паттăррăн çапăçса яланлăхах вăрçă хирĕнче юлнă. Таврăннисем вара çамрăк ăрăва телей сунса: «Эпир курнине сирĕн нихçан та курмалла ан пултăрччĕ,» - тенĕ.

            Иртнĕ вăрçă 27 миллион çын пурнăçне илсе кайна. Вăрçа пирĕн çĕр шыва пĕтĕмпе 679 миллиард тенкĕлĕх çухату кÿнĕ. Çавăн пек йывăр та хăрушă тапхăрта пĕтĕм халăх пĕр çирĕп чăмăра пуçтарăннă. 130 ытла чĕлхепе калаçакан халăх пĕр ĕмĕтпе, пĕр тĕллевпе кĕрешнĕ. Çавăнпа çĕнтернĕ те ĕнтĕ çав ирсĕр тăшмана совет халăхĕ…

Совет Союзне Аслă Çĕнтерÿ патне çитме питĕ йывăр пулнă. Вăрçă синкерĕ кашни киле, кашни урама, кашни ял-хулана кĕрсе тухнă. Пайтах çын куççулĕ, юнĕ, тарĕ юхнă. Пин-пин пурнăç вăхăтсăр татăлнă. Майăн 9-мĕшĕ – Çĕнтерÿ уявĕ – пирĕн халăхăн аслă, мăнаçлă, куççульлĕ уявĕ. Ăна халăх калама çук хаклă хакпа туптанă.

Пирĕн, çамрăксен, ирĕк пурнăçа сыхласа  хăварассишен паттăрла çапçăма хатĕр пулмалла. Çак хаяр вăрçăçинчен самантлăха та манмалла мар.  Вăрçă вучĕçĕр çинче паянхи кун та  сÿнмен-ха. Тĕнчипех террористсем алхасаççĕ, мирлĕ шăплăха пăсаççĕ.                 Телейлĕ пурăнма пире мирлĕ   пурнăç кирлĕ. Çавăнпа та эпир яланах çапла калатпăр: «Пултăр мир ĕмĕрех!»

 

Источник: МБОУ "Лащ - Таябинская СОШ им. В.В.Андреева", Павлова В.В.