Иван Яковлевич Яковлев – çуралнăранпа 175 çул çитрĕ.
И.Я. Яковлев хăйĕн пĕтĕм пурнăçне чăваш халăхне çутта кăларас ĕçе халалланă. Вăлах чăваш ача-пăча литературине никĕслекенсенчен пĕри пулса тăнă. Унăн калавĕсем асра юлакан сăнарлăхпа тата чĕлхе ансатлăхĕпе палăраççĕ. Хайлав сăнарĕсем – пĕчĕк вулакансене ăнланма çăмăл та çывăх персонажсем. Чăваш ачисем пуçласа кĕнекесенче тăван халăх юмахĕсмпе, юррисемпе, халапĕсемпе, тупмалли юмахĕсемпе ваттисен сăмахĕсемпе паллашаççĕ.
Лаш - Таяпари вӑтам шкулта, 4 класра вĕренекенсем, Иван Яковлевич Яковлев çырнă ача-пăча калавĕсене тишкерчĕç. Чăваш халăхне панă халалне пăхмасăр калама вĕренчĕç.
«И.Я. Яковлевăн ача-пăча калавĕсем» ятлă онлайн-викторина хутшăнчĕç. Пĕтĕмпе 25 ыйту, ыйтусене хуравлама 1700 ытла шкул ачи хутшăннă. Викторина ыйтăвĕсене ачасем хаваспах хуравларĕç. Пурте ĕнентерÿ хучĕсем илме тивĕç пулчĕç ( Салмина Валерия, Ершова Софья, Степанова Эмилия, Николаева Мария, Иванова Анастасия, Мижерова Милана, Евдокимов Михаил, Васильев Глеб, Салмин Михаил).