Тăван чĕлхене манар мар

Тăван чĕлхене манар мар

Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕнрех ăнланма, ҫавна май ытларах пĕлÿ туянма пулӑшать.

«Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ», - тенĕ Г.Н.Волков академик. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать,

            Чăвашăн авалтанпах хăйĕн чĕлхи пулнă. Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар мар – тăван чĕлхене манар мар. Тăван чĕлхе пуянлăхĕшĕн, унăн тасалăхĕпе илемĕшĕн, пуласлăхĕшĕн тăрăшар.

            Чĕлхере халăх кăмăлĕ, шухăшĕ, туйăмĕ, сăнарлăхĕ палӑрать. Тăван чĕлхе çынсене сăмахлăх, юрă - кĕвĕ, ташă - çемĕ, йăла – йĕрке урлă пĕр-пĕринпе  хутшăнса пурăнма пулăшать. Çакна ăса хывса ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 1-11 класра вĕренекенсем чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç, чăваш ташшисене ташларĕç, И.Я.Яковлевăн калавĕсем тăрăх инсценировкăсем лартрĕç, халал сыпăкĕсене вуларĕç.

             Уяв пурне те килĕшрĕ.

Источник: МБОУ "Лащ - Таябинская СОШ им. В.В.Андреева", Леонтьева И.А., Теренина А.Н.