Иван Яковлевич Яковлевăн «Çитĕннĕ вăхăт» асаилÿсен кĕнекине тишкерсе тухрăмăр

Иван Яковлевич Яковлевăн «Çитĕннĕ вăхăт» асаилÿсен кĕнекине тишкерсе тухрăмăр

Иван Яковлевич Яковлева (1848-1930) Чăваш Республикинче çеç мар, Раççейре, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ, сума сăваççĕ. Вăл – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, хальхи çырулăха никĕслекенĕ. Вăл çуралнăранпа 175 çул çитрĕ.

Паян, ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче,  6 класра Иван Яковлевич Яковлевăн «Çитĕннĕ вăхăт» асаилÿсен кĕнекине тишкерсе тухрăмăр. Çак кĕнекене мухтавлă вĕрентекенĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен калакан сыпăксене кĕртнĕ. Кунта пурĕ тăватă пай, кашни сыпăкĕ – хăйне евĕр пĕчĕк калав. «Çитĕннĕ вăхăт» кĕнекере И.Яковлев пурăннă вăхăтри чăваш апачĕ, пÿрчĕ, йăли-йĕркисене çутатса панă, иртнĕ ĕмĕрсенчи чăвашсен кун-çулне туллинрех çырса кăтартнă. Уйрăмах чăваш юрри-кĕвви, ташши тытканлаççĕ И.Я.Яковлева.

Кĕнекене тишкернĕ хыççăн викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç ачасем. Чи пултарулли, чи маттурри Федорова Настя пулчĕ. 

Источник: МБОУ "Лащ - Таябинская СОШ им. В.В.Андреева", Леонтьева И.А.