Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ. Тăван чĕлхене юратман çын çук та пулĕ çĕр çинче. Ытарайми чăваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи, пирĕн халăхăн пахаран та паха ылтăн çÿпçи, сĕм авалтан паянхи куна çити упранса юлнă нимĕнпе танлаштарма çук пысăк пуянлăх. Кашни чĕлхе пекех пирĕн чăваш чĕлхи те ытти пин-пин чĕлхе хушшинче ырă ятлă. Тăван чĕлхене хисеплеме, унăн пуянлăхĕпе усă курма манас марччĕ.
Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕнрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлÿ туянма пулăшать.
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 5-7 класри ачасем хушшинче «Тăван чĕлхе – вĕçĕмсĕр тĕнче» конкурслă вăйă иртрĕ. Вăйăра тĕрлĕ кăсăклă ĕçсем пулчĕç: сăмахсен синонимĕсене тупасси, ваттисен сăмахĕсене вĕçлесси, ытарлă та шÿтлĕ ыйтусем çине хуравсем шырасси, тăван чĕлхе, чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăвă йĕркисен авторĕсене пĕлесси, пуçватмăшсен тупсăмне тупасси. Вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç. Чи пултаруллисем 6 класра вĕренекенсем, 2-мĕш вырăна 7-мĕш классем, 3-мĕш вырăна 5-мĕш классем йышăнчĕç.
Вăйăсем ачасен тавра курăмне аталантарма пулăшаççĕ, чăваш чĕлхи предметне юратма, тăрăшса вĕренме, нумай вулама хавхалантараççĕ.