Халала тишкерсе вуларĕç

Халала тишкерсе вуларĕç

Паян, ака уйăхěн 18-мěшěнче, Елчěк районěнчи Лаш Таяпари В.В.Андреев ячěллě пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта вěренекенсем И.Я.Яковлев «Халалěпе» паллашрěç. Унăн халалĕ – ӳсекен ăрăва каланă пехил.

Халалăн пуçламăшĕнче Иван Яковлевич чăвашсене хăй тусĕсем-тăванĕсем вырăнне хунине пĕлтерет. Халал вĕçĕнче: «Ирĕклĕ е ирĕксĕр эпĕ кама та пулин кӳрентерсе, вăл ман çине çилĕ хывса çӳренĕ пулсан, пурсăра та тархаслатăп: çиллĕре манăр, каçарăр мана, маншăн кĕл тăвăр», – тет. Çыннăн хăйне ырă тунă çынна тав тума та пĕлмелле, усал тунă çынна каçарма та мехел çитермелле тесшĕн вăл.

И.Я.Яковлев хăйĕн халалĕнче халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетме, упрама чĕнет. Шкул ачисене тăван чĕлхен сумлă пархатарлăхне курма, пĕлме, сисме хушать. Аслă вĕрентекенĕмĕр пĕр-пĕринпе сапăр пулмаллине те палăртса хăварать.Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ĕçчен пулнине, ĕçе юратмаллине, тĕрĕслĕхпе тӳрĕлĕх çинчен калать.Яковлев вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр. Унăн халалĕ пирĕншĕн пурнăç кĕнеки пулса тăчĕ. Вăл ĕмĕр-ĕмĕр тăван халăха, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентет.

И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» панă халал кирек хăш халăхăн пулас ăрăвĕсене аталантарса вĕрентмелли ĕмĕр сӳнми литература палăкĕ пулса тăчĕ.

Источник: МБОУ "Лащ - Таябинская СОШ им. В.В.Андреева",Теренина А.Н.