Калавсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç.

Калавсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç.

Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăларакан çын. Чăваш халăхне вĕрентес тесе нумай  ĕçленĕ. Вăл Чĕмпĕрте пурăннă. Унта чăваш шкулне уçнă, чăваш алфавитне тунă, букварь хатĕрленĕ. Ачасене çырма, вулама, шутлама вĕрентнĕ. Вĕсем валли калавсем çырнă.

            Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  1-5 класра вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн «Хураçка», «Йытăпа унăн мĕлки», «Кахалпа юлхав», «Шăши», «Эпĕ сехет çĕмĕрни», «Вăрăмтунасемпе старик», «Автан», «Йăлăнтарни» тата ытти  калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç.  Калавсем кĕске пулин те тарăн шухăшлă. Калавсене тишкерсе тухнă хыççăн ачасем çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: « Хуть мĕнле ĕçе те шутламасăр тумалла мар».

                                                

 

Источник: МБОУ "Лащ - Таябинская СОШ им. В.В.Андреева", Леонтьева И.А.