Ака уйăхĕн
19-мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Вăл 1-11 класра вĕренекенсем
хушшинче иртет. Тĕрлĕ ĕçсем туса
ирттерме палăртнă çак эрнере.
«Тăван чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн
ачаран хăй таврашĕнчи тĕнчене ăнкарса пырать, пурнăç пулăмĕсене ăнланма,
ăс-хакăлне ÿстерме вĕренсе пырать. Этем тени тăван амăш, тăван халăх чĕлхисĕр
йĕркеллĕ, пур енлĕ ÿсеймест.
Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр
чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене
тĕплĕнрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлÿ туянма пулăшать. Пĕр чĕлхене кăна
пĕлнипе кăнăçни, паллах, çын тавра курăмне ирĕксĕрех ансăрлатать», - тенĕ
М.Я.Сироткин профессор.
Кăçал чăваш букварĕ пичетленсе
тухнăранпа 150 çул çитрĕ. Чăваш чĕлхипе литера тура учителĕ Леонтьева И.А.
7-мĕш класра вĕренекенсене паянхи урокра
И.Я.Яковлев чăваш алфавичĕпе çырулăхне
туса хуни çинчен каласа пачĕ. Чăваш
алфавичĕн историйĕпе паллаштарчĕ. 1871 çулта чăваш алфавитне вырăс сас
паллисемпе усă курса туса хунă. Ку вариант 47 паллăран тăнине пĕлчĕç ачасем.
Вĕсенчен 9 уçă сасăсене палăртма, 38 хупă сасăсене палăртма тунă. Алфавит чи малтан 1872 çулта Хусанта
И.Я.Яковлевăн «Чăваш ачисене çырăва
вĕренмелли кĕнеке» ятлă пирвайхи чăваш
букварĕнче пичетленсе тухнă. Каярахпа вара алфавита çăмăллатнă, сас паллисен хисепне
чакарнă. Çапла вара 1938 çулчченех пĕртте тенĕ пекех улшăнмасăр тытăнса тăнă
чăваш алфавичĕ пулса тăнă, хăш-пĕр сас паллисем чăваш алфавитĕнче çак
таранчченех юлнă.
Ачасемшĕн урок питĕ интереслĕ те усăллă иртрĕ.