Паян, ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Лаш Таяпа
ялĕнчи вулавăшра хăнара Галина Енейкина сăвăç пулчĕ. Уяв программине республикăра библиотекăсемпе
вулакансен хушшинче иртекен «Литературăллă Чăваш ен: чи вуланакан кĕнеке» фестиваль-конкурса
халалланă. Вулавăша сăвăçпа тĕл пулма Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи культура çурчĕпе
библиотека ертÿçисем, чăваш чĕлхипе литература учителĕсем тата шкул ачисем
пуçтарăнчĕç.Эльвира Константиновна Михеева библиотекарь Г.Л. Енейкина пурнăçĕпе
пултарулăхĕ çинчен презентаци хатĕрленĕ.
Галина Леонидовна Енейкина – Чăваш енри
пултаруллă сăвăç, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Елчĕк енĕн тивĕçлипех
паллă çыннисенчен пĕри шутланать. Вăл «Чуну таса пулсан», Ĕмĕрхи илем», «Чун
йыхравĕ» кĕнекесен авторĕ. Авторăн хайлавĕсенчи тĕп санар – çут малашлăх çинчен
ĕмĕтленекен, унталла ăспа та пултарулăхпа туртăнакан, чĕнекен, йывăрлăхран
хăраман çын. Сăвăç ытларах тăван
тавралăха, унти ĕçченсене сăнарлать. Чăваш чĕлхин, тăван халăхăн шăпи те аванах
хумхантарать поэта. Сăвăç юптарусем те шăрçалать. Унăн юптарăвĕсенче çыннăн
пурнăçра хăйĕн вырăнне тупасси, пĕлсе те
тĕрĕс утăм туса пурăнма чĕнни пысăк вырăн йышăнать. Кашни юптарăвĕ - хăй пĕр
асамлăх тĕнчи, хăй пĕр тулли ăç-хакăл çÿпçи.
Тĕл
пулура Г. Енейкина хăйĕн пурнăçĕ, кĕнекисем çинче чарăнса тăчĕ. Юлашки вăхăтра
çырнă тарăн шухăшлă сăввисемпе паллаштарчĕ. Шкул ачисем унăн сăввисене,
юптарăвĕсене илемлĕ вуласа савăнтарчĕç.
Уява
илемлетекенсем «Сударушки», «Тайпи» ушкăнсем пулчĕç. Пирĕн ентеш, сăвăç, композитор
Юрий Петухов хăй çырнă, кĕвĕленĕ «Ыр чунпа, ыр кăмăлпа» юррипе савăнтарчĕ.
Лаш Таяпа ял тăрăхĕн культура çурчĕ тата
библиотека ертÿçисем, учительсем Галина Енейкина пултарулăхне пысăка хурса
хакларĕç, ырă сăмахсем каларĕç.
Тĕл
пулу пурин кăмăлне те кайрĕ.