Литература сехечĕ иртрĕ.

Литература сехечĕ иртрĕ.

               Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Василий Петрович Сидоров – Эктел пурăннă пулсан 72 çул çитетчĕ.  Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7-мĕш класра Василий Эктеле асăнса литература сехечĕ иртрĕ. Малтанах И.А.Леонтьева, чăваш чĕлхипе литература учителĕ,   ачасене Василий Петрович Сидоров – Эктелĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. В. Эктел Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче учитель çемйинче çуралса ÿснĕ. Вăл пирĕн ентеш. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл поэт та, çыравçă та, ÿнерçĕ те ... Шел, унăн ĕмĕрĕ питĕ кĕске пулнă. Енчен те пурăннă пулсан, пире татах та нумай хайлав çырса савăнтарнă пулĕччĕ.

            Ачасем В.Эктелĕн кĕнекисен куравĕпе паллашрĕç. Унăн сăввисене пăхмасăр каларĕç. «Çуралнă эпĕ нарăсра» сăввине тишкерчĕç . Унтан икĕ ушкăна уйрăлса викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

            Ачасемшĕн Василий Эктеле асăнса ирттернĕ литература сехечĕ усăллă иртрĕ.

Источник: МБОУ "Лащ - Таябинская СОШ им. В.В.Андреева", Леонтьева И.А.