Тǎван
чěлхе - тǎван халǎхǎн нихǎçан иксěлми çǎл куçě. Çак çǎл куçран эпир мěн ачаран
тумламǎн-тумламǎн пěлÿ илсе ÿсетпěр. Тǎван сасǎран, тǎван чěлхерен пирěн
ǎс-хакǎл, чун-чěре вǎй-халě, кǎмǎл никěсě аталанма пуçланине манас марччě.
Чǎвашсене çутта кǎлараканě И.Я.Яковлев çапла палǎртнǎ: «Анне чěлхи - халǎх
ǎс-хакǎлěпе кǎмǎл-сипечěн аслǎран та аслǎ вǎйě, унǎн тěп тěрекě».
Чǎваш чĕлхи эрни малалла пырать.
Чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Теренина Альбина Николаевна нарǎс уйǎхĕн
22-мĕшĕнче 9-мĕш класс ачисемпе хутсем ҫине алӑпа ҫырса, илемлетсе «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп»,
«Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп», «Атте-анне чĕлхи – чи лайӑххи», «Хам чӑваш
пулнишĕн савӑнатӑп», «Эп чӑваш ачи», «Чӑваш ен - чи илемли» флешмоб ирттерчĕ.