Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ
Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ шутланать. Çĕр çинче пурăнакан пур халăхăн та
хăйĕн чĕлхи пур. Кашни ача мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе тĕнчене курма,
ăнланма вĕренет. Ăна эпир атте-анне чĕлхи тетпĕр. Чĕлхесене сыхласа хăварас,
вĕсене çухалма парас мар тĕллевпе ирттерме йышăннă та çак уява.
Халăхăмăра çутта кăларнă
И.Я.Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхемĕре упрама пиллесе хăварнă. Çапла
çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи.
Вăл тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет. Кун пирки паллă та сумлă çынсем ырă
сăмахсем каласа хăварнă. Н.К.Крупская çакăн пек илемлĕ сăмахсем каланă: «Эпĕ
чăвашсем калаçнине илтнĕ, вĕсен чĕлхи тĕлĕнмелле çепĕç». «Эпĕ халиччен сирĕн
чĕлхĕртен илемлĕ те янăравлă чĕлхе илтмен урăх!» - тенĕ Альберт Бей та пирĕн
чăваш чĕлхи çинчен.
Лаш Таяпари вăтам шкулĕн
8-мĕш класĕнче вĕренекенсем тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Теренина
А.Н. нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Асанне арчи» урок ирттерчĕç. Ачасем урокра тăван
чĕлхе çинчен калакан сăвăсене вуларĕç, ваттисен сăмахĕсене вĕçлерĕç,
алфавитпа усă курса панă вăрттăнлăхсене тупрĕç,
тупмалли юмахсен тупсăмĕсене палăртма тăрăшрĕç,
грамматика вăййисене вылярĕç, Тăван чĕлхене упрасси тата аталантарасси,
хисеплесси вĕсенчен килнине палăртрĕç.