Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче черетлӗ хут «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль иртрӗ. Унта 1-4 класра вӗренекен 95 шкул ачи хутшӑнчĕ. Фестивалӗн тӗллевӗ шкул ачисене чӑвашлӑх тӗнчине кӗртесси, чи пултаруллисене, чи тавҫӑруллисене тупса палӑртасси.
Ачасем пурĕ 4 номинацире тупăшрĕç: «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Чăваш апачĕ», «Янра, чăваш юрри». Çак фестивале Лаш-Таяпари В.В.Андреев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлу паракан вӑтам шкул чысне çак ачасем хÿтĕлерĕç: Воронина Стелла (1кл.), Абдулкина Влада(2кл.), Мустаев Арсений(2кл.), Комиссаров Арсений(4кл.) Иванова Ксения(4кл.).
«Сăмах илемĕ» номинацире Абдулкина Влада 3-мӗш вырӑн йышăнма пултарчĕ. «Чăваш апачĕ» номинацире Комиссаров Арсений 2-мĕш вырӑн йышăнчĕ.
Фестивале хутшăннă ачасене малашне ăнăçу сунатпăр!!!