Tăван чĕлхе эрни иртрĕ

           Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 21-мĕшчен Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта тăван чĕлхе эрни иртрĕ. А.Н.Теренина, И.А.Леонтьева вĕрентекенсем тăван чĕлхе эрнинче ачасемшĕн интереслĕ, асра юлмалли, тавра курăмне ӳстермелли класс тулашĕнчи ĕçсем туса ирттерме тăрăшрĕç.

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Альбина Николаевна шкул ачисене  эрнен планĕпе паллаштарчĕ.  И.Ю.Осипова  библиотекарь  шкул вулавăшĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсене  «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» кĕнекесен куравĕпе  паллаштарчĕ.

 Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Теренина А.Н. вĕрентекен пиллĕкмĕш тата улттăмш класс ачисем хушшинче  «Кам тавçăруллăрах?» конкурс-вăйă ирттерчĕ. Вăйă выляни вĕренекенсене канса илме те, ушкăнлăх туйăмне аталантарма та, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма та хистет.

         Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Любовь Михайловна Федорова поэтессăпа тĕл пулу иртрĕ. Любовь Михайловна ачасене хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, ачасене кĕнекисемпе паллаштарчĕ, чăвашла тата вырăсла çырнă сăвăсене, юптарусене чуна тивмелле вуласа пачĕ, сăвă çырас ăсталăхпа паллаштарчĕ. Ачасем хăйсем çырнă сăвăсене вуласа пачĕç. Чи пултаруллисем 5 класра вĕренекен Мустаев Матвейпа Мустаев Егор пулчĕç. Вĕсене поэтесса хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Поэзи каçĕ ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те усăллă иртрĕ.

          Нарăс уйăхěн 18-мěшěнче 4-мěш класра «Чăваш апат-çимěçě» темăпа уçă урок иртрě. Леонтьева И.А. чăваш халăхěн апат-çимěçě ěмěрсем хушши аталанса, пуянланса пынине, пирěн несěлсем ěлěк-авалах апата ытларах выльăх ăш-чикěнчен, курăкран, сěтпе чустаран хатěрленине каласа пачě. «Шăрттансăр сěтел, сěтел мар», - теççě чăвашсем. Çак çимěçе мěн авалтан чи хисеплě те ватă çынна пуçлаттарнă. Вăл хăна апачě шутланнă. Ĕне ырри, тултармăш халăхра анлă сарăлнă.      

Урокра  ачасем тыр-пултан, ÿсен-тăранран, выльăх юр-варĕнчен пĕçернĕ апат-çимĕçпе паллашрĕç. Апат-çимěç тутлă та техěмлě пуласси ăна мěнрен хатěрленинчен килет.

         Кашни ача килĕнчен тěрлě çимěç пěçерсе килнě: çăкăр, капăртма, пашалу, икерчě, хуплу, хуран кукли, кукăль, йăвача, çăмарта хăпартни, пуç-ура сутенě, турăх вěретсе килнě. Хăйсем   пěçерсе килнě  çимěç  çинчен ытти ачасене тěплěн каласа пачĕç. Ачасем урокра çăкăр хакĕ çинчент, вăл-пирĕн пурнăç, халăх пуянлăхĕ, авалтанах пысăк хисепре пулнине ăнланчĕç.

      2019 çул - Театр çулталăкĕ. Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Теренина А.Н.         8 класс ачисемпе «Мария Григорьевна Бикулова – чăваш халăх артистки»  темăпа уçă урок ирттерчĕ. Малтанах ачасем ыйтусем çине хуравласа М.Г.Бикулова пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки аса илчĕç, хамăр ентешĕмĕр çинчен нумай пĕлнине кăтартрĕç. Вĕрентекен Мария Григорьевна  мĕнле пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туни çинчен каласа хăварчĕ, хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕ, урок вĕçĕнче ачасемпе викторина ирттерчĕ.

Юн кун, нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче, 5-11 классем хушшинче стена хаçачĕсен  конкурсĕ иртрĕ. Вĕренекенсем 2019-мĕш çулхи юбилярсене халалласа илемлĕ, кăсăклă хаçатсем кăларчĕç. Уйрăмах Ҫеçпĕл Мишшине халалланă стена хаçатне  палăртса хăвармалла. Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем «Савăт-сапа», «Музыка инструменчĕсем», «Ача-пăча теттисем», «Чăваш апат-çимĕçĕ», «Кулă» ача садне çӱрекен ачасем «Чăваш тĕрри» ӱкерчĕкĕсен куравне хатĕрлерĕç.  

Нарăс уйăхĕн  21-мĕшĕ - Тăван чĕлхе кунĕ. Тĕнче аслă, сарлака, пуян. Мĕн тĕрлĕ кăна çĕр-шыв, халăх çук пулĕ çĕр чăмăрĕ çинче?! Кашниех  хăйĕн тăван чĕлхипе калаçать. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе — чăваш чĕлхи. Эпир Чăваш енре чăвашла калаçса пурăнатпăр. Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре. Ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă.

Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам шкулта çак куна халалласа уяв иртрĕ. Уяра чăваш, вырăс, тутар, акăлчан, нимĕç  юрри-сăввисем   янăрарĕç,  ташшисем  куçа  савăнтарчĕç. Уйрăмах кĕçĕн класра вĕренекен  Сабитова  Самира тутар чĕлхипе вуланă сăвă  ачасен кăмăлне кайрĕ.5- 6 класра вĕренекенсем Г.Н.Волков çырнǎ «Анне яшки - чи тутли» калавĕ тǎрǎх инсценировка, П.Ялкирǎн  «Шǎшисем» интермедине кǎтартса пачĕç. И.Я.Яковлев çырнǎ халал сыпǎкне ачасем чăваш, вырăс, акăлчан, нимĕç  чĕлхипе пǎхмасǎр каласа тĕлĕнтерчĕç. 5-мĕш класра вĕренекен Романова Виктория «Вальс» юрра акǎлчан чĕлхипе юрласа савǎнтарчĕ.

Нарăс уйăхĕн  21-мĕшĕнче  «Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» (Мой родной язык»  темăпа çырнă сочинени конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ.

фотоархив