Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Теренина Альбина Николаевна 5-6-мĕш класс ачисемпе «Кам тавçăруллăрах?» конкурс ирттерчĕ.
Конкурсра чăваш чĕлхипе тата литературипе çыхăннă ыйтусем пулчĕç. Конкурс хĕрӳ иртрĕ, ушкăнсем пĕр-пĕринпе ăмăртса ыйтусем çине маларах хурав пама тăрăшрĕç. «Картлашка», «Камăн сăмахĕ вăрăмрах?», «Нумайрах та хăвăртрах», «Пуçламăшĕ те, вĕçĕ те пĕр сас палли» конкурссенче ачасем питĕ хастар пулчĕç. Канса илмелĕх «Тимлĕ пул» вăйă вылярĕç. Вĕрентекен сăмахсем каласа пырать, ачасем глагол илтсен лараççĕ, япала ячĕ – икĕ аллине çĕклеççĕ, паллă ячĕ – алă çупаççĕ, местоимени – тăраççĕ. Хĕрӱ тупăшура пиллĕкмĕш класра вĕренекен ачасем чи пултаруллисем пулчĕç.