Любовь Михайловна Федорова поэтессăпа тĕл пулу иртрĕ

Тăван чĕлхе эрни малалла пырать.
Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Любовь Михайловна Федорова поэтессăпа тĕл пулу иртрĕ. Любовь Михайловна ачасене хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл – пирĕн ентеш, Энтепе ялĕнче 1952-мĕш çулта çуралнă. Энтепе ялĕнчи шкулта 8 класс вĕреннĕ, унтан Патăрьелĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Тĕмер, Аслă Пăла Тимеш, Энтепе ялĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнать, тивĕçлĕ кунура.
Любовь Михайловна тĕл пулура ачасене хăйĕн пичетленсе тухнă кĕнекисемпе паллаштарчĕ, чăвашла тата вырăсла çырнă сăвăсене, юптарусене чуна тивмелле вуласа пачĕ. Темĕн те шухăшлаттарать, темĕн те пăлхантарать поэтессăна: тăван чĕлхе, тăван тавралăх, тăван кил, ĕç, юрату, атте-анне, туслăх, çут çанталăк илемĕ, пурнăç шăпи… Хальхи вăхăтра вăл проза енĕпе нумай тăрăшать.
Малалла поэтесса сăвă çырас ăсталăхпа паллаштарчĕ. Ачасем хăйсем çырнă сăвăсене вуласа пачĕç. Чи пултаруллисем 5 класра вĕренекен Мустаев Матвейпа Мустаев Егор пулчĕç. Ачасене хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ.
Поэзи каçĕ ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те усăллă иртрĕ.