Тăван чěлхе эрни малалла пырать.
Нарăс уйăхěн 18-мěшěнче 4-мěш класра «Чăваш апат-çимěçě» темăпа уçă урок иртрě.
Чăваш халăхěн апат-çимěçě ěмěрсен хушши аталанса, пуянланса пынă. Çавăнпа та ăна хăйне евěрлě йăла-йěрке теме пулать. Пирěн несěлсем ěлěк-авалах апата ытларах выльăх ăш-чикěнчен, курăкран, сěтпе чустаран хатěрленě. Паянхи чăваш апат-çимěçě пуян та тěрлě енлě. Чаплă, техěмлě апат-çимěç сахал мар. Какай шÿрпипе шăрттан, хуплупа чăкăт, шаркку тутине пурте аван пěлеççě. «Шăрттансăр сěтел, сěтел мар», - теççě чăвашсем. Çак çимěçе мěн авалтан чи хисеплě те ватă çынна пуçлаттарнă. Вăл хăна апачě шутланнă. Ĕне ырри, тултармăш халăхра анлă сарăлнă.
Паянхи урокра ачасем тыр-пултан, ÿсен-тăранран, выльăх юр-варĕнчен пĕçернĕ апат-çимĕçпе паллашрĕç. Апат-çимěç тутлă та техěмлě пуласси ăна мěнрен хатěрленинчен килет.
Кашни ача килĕнчен тěрлě çимěç пěçерсе килнě: çăкăр, капăртма, пашалу, икерчě, хуплу, хуран кукли, кукăль, йăвача, çăмарта хăпартни, пуç-ура сутенě, турăх вěретсе килнě. Хăйсем пěçерсе килнě çимěç çинчен ытти ачасене тěплěн каласа пачĕç. Ачасем урокра çăкăр хакĕ çинчен , вăл-пирĕн пурнăç, халăх пуянлăхĕ, авалтанах пысăк хисепре пулнине ăнланчĕç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Лащ-Таябинская средняя общеобразовательная школа
им. В. В. Андреева Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики"
Версия для слабовидящих