Математикăпа физика предмечĕсен эрни иртрĕ.

Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кашни уйăхрах  предмет эрни пулать.  Нарăс уйăхĕн 7-13 –мĕш кунĕсенче математикăпа физика предмечĕсен эрни иртрĕ. Çак предметсене ертсе пыракан В.В.Павлова, Л.Г.Князева, Г.Т.Юсупова вĕрентекенсем эрне планне хатĕрлерĕç. План тăрăх классем хушшинче те, уйрăм ачасем хушшинче те тĕрлĕ вăйă-конкурссем ирттерме палăртрĕç.

Эрнен пĕрремĕш кунĕнче вĕрентекенсем вăтам тата аслă классенче вĕренекенсене Нобель премине тивĕçнĕ лауреатсемпе паллаштарчĕç. Кĕçĕн çулсенчи ачасем «Çивĕч куç» лабораторинче хăвăрт шутласспе тупăшрĕç. Тунгулов Иван, Федорова Анастасия, Матвеев Артур, Евдокимова Анна, Чебоксаров Артем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç.

Иккĕмĕш кунхине 5-6, 7-8 классенче вĕренкен ачасем «Математика тата физика пуйăсĕ» вăййа хутшăнчĕç, тĕрлĕ станцисене çитсе кăсăклă ĕçсем пурнăçларĕç. Чи маттуррисем 5 – мĕш тата 8  - мĕш класс ачисем пулчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсем «Ребуссен парачĕ» конкурсра хăйсен пĕлĕвне тата ăнкарулăхне тĕрĕслерĕç.

Нарăс уйăхĕн 9- мĕшĕнче  вĕренекенсем хаçатсен конкурсĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. 2-8 –сем «Çамрăк математик» вăйăра ăмăртрĕç. Чи тавçăруллисене «Чи ăслă математик» медальсем парса чысларĕç.

Эрнен пиллĕкмĕш кунĕнче «Çамрăк Энштейнсем» вăйă-викторина  иртрĕ.  Ачасем кăткăс тата шÿтлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, интереслĕ опытсем кăтартрĕç.

1-5 класра вĕренкенсем пластилинран тĕрлĕ мĕлкесем, геометрии фигурисенчен ÿкерчĕксем ăсталарĕç, коридорта ятарлă выставка йĕркелерĕç.

Эрнен юлашки кунĕнче 10 класра вĕренекенсем математика лотерейне выляттарчĕç. Хутшăнакансем интереслĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Тавçăруллисене парнесем  парса хавхалантарчĕç.

Çакăн пек ирттерекен предмет эрнисем ачасене тавракурăмне  аталантарма, вĕренес кăмăла çĕклеме пулăшаççĕ.