«Анне пурри – телей!» ятлă пысăк уяв-конкурс иртрĕ.

Кашни ҫыншăн ҫĕр ҫинче чи хакли - атте-анне. Аннесĕр пурнăҫ кичем, аттесĕр ҫутă мар. Ҫавăнпа та атте-аннене, ҫывăх тăвансене хисеплесе пурăнасчĕ, вăхăтĕнче вĕсене тав тума пĕлесчĕ, нихăҫан та кӳрентерес марччĕ.

2017 çул Чăваш Республикинче Аннепе атте çулталăкĕ тесе çирĕплетнĕ. Çавна май ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Анне пурри – телей!» ятлă пысăк уяв-конкурс  иртрĕ. Илемлĕ те çутă зала пĕтĕм шкул пуçтарăннă, пурте  савăнăçлă, илемлĕ. Уйрăмах кĕçĕн класри ачасене пăхса ытармалла мар.  Уявра шкул ачисем аттепе аннене халалланă сăвăсем вуларěç, илемлě чăваш юррисене шăрантарчěç,  ташласа савăнтарчěҫ.

                   Атте те пур ман, йăмăк та, аппа та,

                   Телейлĕ эп тăванăмсем пур чух.

                   Пурне те пĕчĕк чĕремре усратăп,

                   Сиртен хакли, атте-аннем, никам та ҫук.

Вĕренекенсем пурте маттур, пултаруллă. Конкурсра ачасем виçĕ ÿсĕме пайланса тупăшрĕç: 1-4 классем, 5-7 классем, 8-10 классем. Жюри членěсене çĕнтерÿçěсене тупса палăртма çăмăлах пулмарĕ. Кĕçĕн классем хушшинче чи пултаруллисем 1-мěш класра вĕренекен шăпăрлансем  пулчěç, 4-мĕш класра вĕренекен маттур каччăсем «Ах,анне» ятлă юрра шăрантарни  вара пурин кăмăлне те çěклерě, 3-мĕш класс чиперкки – Спиридонва Мария хăйне сцена çинче тытма пěлни тěлěнтерчě.

5-7-мĕш классем хушшинче 1-мěш вырăна 5-мěшсем çěнсе илчěç, 9-мĕш класра вĕренекенсен юрри тата тумĕ пурне те килĕшрĕ, вĕсем конкурсра чи маттуррисем  пулчĕç. Уявра вĕрентекенсем те «Пĕррехинче, çурхи лăпкă каç» юрă шăрантарса савăнтарчěç Куракансем хăйсем валли атте-анне пурнăçра чи  хаклă иккенне ăнланчěç. Уяв пурин кăмăлне те çěклерě.

                            Атте-анне … Асамлă сăмахсем-çке!

                            Чěлхем ытарлăн упрě вěсене.

                            Вěсем пурри çěр чăтайми телей-çке!

                           Турри çеç патăр çирěп сывлăхне!

см.фотоархив